Раҫҫейре, ҫав шутра – Чӑваш Енре те, суйлав ҫывхарса пырать. Ҫав кунччен хваттер илсе пропискӑна улӑштараймарӑр-и? Унашкаллисем валли республикӑра 25 суйлав участокӗ ӗҫлӗ.
Кунашкал участоксенче килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем те сасӑлама пултараҫҫӗ. Ун пек суйлав участокӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Шупашкарти виҫӗ районта та ҫавӑн пек участоксен алӑкӗсем уҫӑ пулӗҫ.
Аса илтерер: кӑҫал кӗркунне ЧР Патшалӑх Канашӗн, РФ Патшалӑх Думин суйлавӗ пулӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче иртӗ.
Раҫҫейре гаражсене «амнистилеме» йышӑннӑ. Ҫӗнӗ саккун проектне РФ Патшалӑх Думи йышӑннӑ, Федераци Канашӗ ырланӑ. «Гараж амнистийӗ» ҫинчен калакан саккуна Росреестрпа пӗрле хатӗрленӗ.
«Кашни регионтах тивӗҫлипе шута илмен ҫӗршер ҫеҫ мар, пиншер гараж пур. Вӗсене суд урлӑ ҫеҫ регистрацилеме пулать. Ҫакӑ ҫынсен умне йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Халӗ ку ыйтӑва комплекслӑ татса пама май килӗ», — ӑнлантарнӑ Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Екатерина Карпеева.
Саккун 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрессе, вӑл 5 ҫул пырасса шанаҫҫӗ.
«Гараж амнистине» Градостроительство кодексӗ вӑя кӗриччен (тепӗр майлӑ каласан, 2004 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗччен) хӑпартса лартнисем кӗрӗҫ.
Раҫҫейри хальхи президент тепӗр икӗ суйлава хутшӑнаять. Паян Патшалӑх Думи ҫакна тума ирӗк паракан саккуна йышӑннӑ. Кун пирки «Российская газета» пӗлтерет.
Сӑмах – ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ пирки. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, срок чиккисем хальхи Раҫҫей президентне те пырса тивеҫҫӗ, унччен вӑл ку должноҫре мӗн чухлӗ ӗҫленине шута илмеҫҫӗ. Саккунра вара пӗр ҫын икӗ срок президента ларма пултарнине каланӑ. Эппин, хальхи президентӑн тепӗр икӗ суйлава хутшӑнма ирӗк пур.
Саккунра кандидатсем патне условисем пур: Раҫҫей гражданинӗ пулмалла, 35 ҫултан кӗҫӗнрех мар, Раҫҫейре 25 ҫултан кая мар пурӑнмалла, унӑн унччен тата халӗ ют ҫӗршыв гражданстви пулмалла мар.
Раҫҫейри влаҫ ҫӗнӗ саккун йышӑннӑ. Патшалӑх Думинче пӗлтернӗ тӑрӑх, малашне транспортра билет туянман ачасене кӑларса яма юрамасть. Ку 16 ҫул тултарманнисене, ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫула тухнисене пырса тивет.
Патшалӑх Думи ку саккуна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ. Автомобиль транспорчӗн Уставне улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла майпа билет туянман 16 ҫула ҫитмен ачасене общество транспортӗнчен кӑларса яма юрамасть.
Водителӗн е кондукторӑн ачан ашшӗ-амӑшӗ ҫук пулсан, вӑл билетшӑн тӳлемен пулсан ӑна кӑларса яма юрамасть. Аслисем ачашӑн тӳлеме хирӗҫ тӗк вӗсен пӗрле ҫитес чарӑнура тухмалла.
Ӗҫ вырӑнӗнче (офисра) лармасӑр ӗҫлекенсемпе ҫыхӑннӑ саккун йышӑнасшӑн. Саккун проектне пӗрремӗш вулавпа паян, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, РФ Патшалӑх Думин Ӗҫ, социаллӑ политика тата ветерансен ӗҫӗн комитечӗн ларӑвӗнче тишкерме палӑртнӑ.
Ӗҫ вырӑнӗнче лармасӑр тимлекенсемпе ҫыхӑннӑ йӗркене Ӗҫ кодексӗнче пӑхса хӑварас сӗнӗве сенаторсемпе депутатсем тата Федераци Канашӗн спикерӗ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалӑх Думин спикерӗ Вячеслав Володин хатӗрленӗ.
Саккун проектне ырласан ҫынсен килте епле ӗҫлемеллине, пуҫлӑхӑн вӗсем патне хӑш вӑхӑтра шӑнкӑравласа кансӗрлеме юранине, ҫыннӑн хӑҫан канмаллине, ҫавӑн йышши ытти саманта пӑхса хӑвармалла.
Паян ЧР экономика министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Олег Молякова шаннӑ. Вӑл Игорь Моляков депутатӑн пӗртӑванӗ.
Аса илтерер: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партире тӑракан Игорь Моляков нумаях пулмасть РФ Патшалӑх Думине Олег Николаев вырӑнне кайнӑ.
Олег Моляков 55 ҫулта. Вӑл 1993 ҫултан пуҫласа 2002 ҫулччен ЧР экономика министрӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ, унтан Патшалӑх Думин депутачӗ пулнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче «РУКС» предприятире те ӗҫленӗ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ҫӑмӑллӑхсем туса парас ыйтӑва ҫӗкленӗ.
Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак категорири 70,5 пин ҫын пурӑнать. Олег Алексеевич ЧР Ӗҫлев министерствине ҫак ҫынсене мӗнле ҫӑмӑллӑхсемпе тивеҫтермелли пирки шутлама ыйтнӑ. «Чи малтанах вӗсем «вӑрҫӑ ачи» пулнине кӑтартакан статуса илесшӗн. Иккӗмӗшӗнчен, укҫан пулӑшнисӗр пуҫне урӑх пулӑшусем пур. Тӗслӗхрен, тухтӑр патне черетсӗр кӗресси», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: РФ Патшалӑх Думи 2006 ҫултанпа «Вӑрҫӑ ачисем пирки» федераци саккунне йышӑнма хӑтланать. Анчах ҫакна пӑхмасӑрах 30 регионта ҫак категорири ҫынсен ҫӑмӑллахсем пур.
2020 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи ӳсӗ – РФ Патшалӑх Думи ҫакна виҫҫӗмӗш вулавра йышӑннӑ.
Депутатсем чи пӗчӗк шалу виҫи мӗн чухлӗ ӳсессине палӑртнӑ – 7,5 процент. Документра пулӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес ҫултан ку виҫе 12 пин те 130 тенкӗпе танлашӗ. Ҫапла майпа вӑл 850 тенкӗ ӳсӗ. Палӑртмалла: халӗ чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 11 пин те 280 тенкӗпе танлашать.
РФ Патшалӑх Думин патшалӑх строительствин тата законодательство комитечӗн председателӗ Павел Крашенников раштав уйӑхӗн 31-мӗшне канмалли кун тума сӗнет. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫакна халӗ тума май ҫук, меншӗн тесен Ӗҫ кодексне улшӑну кӗртме пӗр уйӑх ытла иртӗ.
Тепӗр енчен, пӗр канмалли куна раштавӑн 31-мӗшне куҫарасси пирки постановлени кӑларма пулать, анчах ҫитес ҫулхи канмалли кунсен календарьне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Ҫавна май депутат канмалли куна ҫитес ҫултан йӗркене кӗртме сӗнет.
Сӑмах май, унччен Патшалӑх Думин ку проекта пӑхса тухма сӗннӗ. Ун чухне ҫулталӑкри пӗтӗмӗшле канмалли кунсен шутне нумайлатма сӗнмен.
Чӑваш Енре ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли учрежденисем уҫӑлма пултарӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ федераци сакун РФ Патшалӑх Думинче пӗрремӗш вулав витӗр тухнӑ. Урӑлтаркӑчсем медучрежденисенче кӑна мар, харпӑр организацисенче те уҫӑлма пултарӗҫ. Вӗсен ӗҫ йӗркине правительство ҫирӗплетӗ.
Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаркӑча полицейскисем илсе ҫитерӗҫ. Республикӑра кунашкал учреждени малтан Ҫӗнӗ Шупашкарта уҫӑлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн тӗп наркологӗ Ирина Булыгина пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе республика правительстви шайӗнче йышӑну пур.
Палӑртмалла: Чӑваш Енри юлашки урӑлтаркӑч 2011 ҫулта хупӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |